Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Ахпӳрт чикки


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Ахпӳрт вăл пирĕн Курнавăшран сакăр çухрăмра вырнаçнă ял. Пирĕн ял çĕрĕпе Ахпӳрт çĕрĕ хушшинче питĕ пысăк дамба пур. Ваттисем каланă тăрăх, çав дамбăна Иван Грознăй тутарнă пулать. Хусан хулине илме вăл пирĕн çĕрсем урлă кайнă. Çав дамба леш енче (кăнтăр енче) Иван Грознăй салтакĕсем пулнă. Дамбăн çурçĕр енче, пирĕн ял енче, тутарсем пулнă. Вĕсем хушшинче хаяр çапăçу пуçланса кайнă. Иван Грознăй салтакĕсем дамбăна хӳтĕленĕ. Вĕсем дамба патнелле пыракан вар тăрăх пырса тутарсене çавăрса илнĕ, тутарсене çĕнтернĕ. Çав дамба халь те пур-ха.
    


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки